Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Каллех вӑрҫӑ хирне (Кӗмел Кӗпер)


Каллех вӑрҫӑ хирне тухмалла,
Тӑван халӑха вилемрен ҫӑлмалла...
"Ылттӑнпик" эпосран.

Чӑнах та, тепӗр кунне патша керменӗнче Атӑлҫи Пӑлхарстан патшалӑхӗнчи чи ятлӑ-сумлӑ ҫынсен курултайӗ пуҫтарӑнчӗ.
Килнӗ ҫынсене чи малтан Ылттӑнпик саламларӗ те монголсен ҫӗрӗнчен тарса килнӗ куҫ-хӑлхасем мӗн пӗлтернине каласа кӑтартрӗ.
— Халь, атьӑр, вӗсене хӑйсене сӑмах парар, — терӗ патша.
Куҫ-хӑлхасем пуҫтарӑннӑ халӑха хӑйсем мӗн пӗлнине тепӗр хут питӗ тӗплӗн каласа пачӗҫ.
— Пурне те итленӗ хыҫҫӑн паян пирӗн малалла мӗн тумаллине йышӑнмалла, — терӗ Ылттӑнпик.
— Енчен пирӗн ҫине вӑрҫӑпа килеҫҫӗ пулсан, пирӗн хамӑрӑн та вӗсем ҫине вӑрҫӑпа каймалла, — терӗҫ курултая килнисем. — Ыранах ҫар пухма тытӑнмалла.
— Пӑлхарсене нимле монголсем те ҫентереймеҫҫӗ!
— Кирлӗ пулсан, эпир пурте хӗҫ тытса тӑшмана хирӗҫ тухма хатӗр.
— Монголсене хальхинче ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкмалла та Батыйпа Супетей пуҫне касмалла!..
— Ӳлӗмрен монголсене нихӑҫан та ӗненмелле мар!
— Чее те путсӗр халӑх вӗсем!
— Пӗтӗм пӑлхар халӑхӗ тӑшмана хирӗҫ ҫӗкленет! — пӗр-пӗрне чара-чарах калаҫма тытӑнчӗҫ курултая пынисем.
Пурне те итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн Ылттӑнпик патша сӑмах илчӗ:
— Эсир урӑхла каласса кӗтмен те эпӗ, — терӗ вӑл савӑнса. — Эппин, каллех тапӑнса килекен тискер тӑшмана хирӗҫ пӗтӗм халӑха ҫӗклетпӗр... Саврӑш-паттӑр! — чӗнчӗ вӑл чапа тухнӑ ҫарпуҫне. — Хулара мӗн чухлӗ ҫар пирӗн?
— Патша хапӑлхи, ҫирӗм пин, — тӳрех хуравларӗ ҫариуҫӗ.
— Ӑна эпӗ хам та пӗлетӗп. Ытти ҫарсем пур-и?
— Эпӗ пӗр таман тытса тӑратӑп.
— Эппин, халлӗхе вӑтӑр пин, — терӗ Ылттӑнпик. — Нумай мар. Анчах ҫакна манмалла мар, вӗсем — пӑлхарсем!..
— Тепӗр виҫ-тӑватӑ кун хушшииче тепер икӗ таман пухса шӗкӗр-элем айне тӑратма пултаратпӑр, — каллех калаҫма тытӑнчӗ чапа тухнӑ ҫарпуҫӗ.
— Эппин, аллӑ пинлӗ пӑлхар ҫарӗ пулать, — хӑй шухӑшне малалла тӑсрӗ Ылттӑнпик. — Паллах, тӑшманӑн пӗтӗм эшкерӗпе ҫапӑҫма ку ҫеҫ ҫителӗксӗр. Тата ҫар пухмалла!..
— Пухатпӑр, аслӑ патша! — хастаррӑн каларӗ Саврӑш-паттӑр. — Пухатпӑр!..
— Эппин, Саврӑш-паттӑр, санӑн та, ытти ҫарпуҫӗсемпе мӑрсасен те паянах ытти хуласемпе тӑрӑхсене ҫар пухма тухса каймалла, — пӗтӗм калаҫӑва пӗтӗмлетсе калама тытӑнчӗ патша. — Атя, кам ӑҫта каясинне палӑртӑр та мана калӑр... Эпӗ вара кунти ҫарсене пухса май ҫитнӗ таран частарах Шуратӑл ҫинелле тухса каятӑн. Тӑшман Шуратӑл хӗррине ҫитиччен пирӗн унта пулмалла. Ҫырансене ҫирӗплетсе, монголсене юханшыв урлӑ каҫма чарас тесе ӗҫлӗпӗр. Тӑшмана мӗн чухлӗ ытларах Шуратӑл хӗрринче тытса чаратпӑр, ҫавӑн чухлӗ нумайтарах пирӗн ҫар пухӑнать. Тӗрӗс калатӑп-и?
— Тӗрӗс! — пӗр саслӑн каларӗҫ курултая пынисем. — Эпир ним тӑхтаса тӑмасӑрах ытти хуласемпе тӑрӑхсене ҫар пухма тухса каятпӑр!..
* * *

Ҫарпуҫӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсене кайсассӑн Ылттӑнпик халӑха хула хӳмисене ҫирӗплетме илсе тухас терӗ.
Каллех ҫав никама шеллеме пӗлмен монголсем килеҫҫӗ тени пӗтӗм халӑх хушшине сарӑлнӑ иккен. Те ҫав хавхана илтнипе, те патша хушнине ырланипе тепӗр куннех Пӳлер халӑхӗ ватти-вӗтти хӳмисене ҫирӗплетмелли ҫӗре пуҫтарӑнма тытӑнчӗ.
Атӑлҫи Пӑлхарстан патши вӑл ҫӗршыв хуҫи те шӗкӗр хулан пуратурханӗ те. Ҫавӑнпа Ылттӑнпик хула хӳмисене ҫирӗплетме тухнӑ халӑха хӑй ӗҫ вырӑнӗсене тӑратса тухрӗ. Хула хӳмисен кашни кӗтессине, кашни турулӗ, кашни хапхи мӗнлине вӑл питӗ лайӑх пӗлет. Пуринчен ытла вӑл тухӑҫри тата кӑнтӑрти хапхасене ҫирӗплетме хушрӗ. Чӑнах та, тимрӗҫсем вара вӗсене ҫӗнӗ тӑхасемпе тимӗрлеме тытӑнчӗҫ.
Пӳлерсен пӗр пайӗ хапхасен умӗнчи кӗперсене юсать. Тепӗр пайӗ, пысӑкрах пайӗ, пӗрмере ӗҫлет. Кунта хӑш-пӗр ҫӗрте канавсене те тарӑнлатмалла, тепӗр ҫӗрте тата кӑнавсемпе хӳме хушшинчи чикмене те ҫирӗплетмелле. Унта-кунта ӳкнӗ юпасем те пур. Вӗсене пӗрмерен илсе тухмалла. Вӗсен вырӑнне ҫӗнӗ юпасем лартмалла. Пӗр сӑмахпа каласан, ӗҫлемелли кунта яланах тупӑнать.
Иккӗмӗш кун ӗнтӗ Пӳлер халӑхӗ хула хӳмисене ҫирӗплетет, пӗрмере ӗҫлет.
Патша паян ирех кӑнтӑрти хапхана тӗрӗслеме каяс терӗ.
* * *

Патша керменӗнчен инҫех те мар, сарлака лап енче, — ҫӳллӗ те капмар ҫурт. Ку вӑл Пӳлерти ислам тӗнӗпе пурӑнакансем пуҫтарӑнса кӗлтӑвакан вырӑн, ӑна мечет теҫҫӗ. Пӳлер хӳмисене ҫирӗплетнӗ ҫӗрте ӗҫлекен халӑх патне кайма тухнӑ Ылттӑнпикӗн ҫулӗ ҫав мечет ҫумӗнче ҫынсем пуҫтарӑннине курчӗ. Пурте шур сухаллӑ ватӑсем. Акӑ ӗнтӗ хайхискерсем хӑйсен имамӗ ертсе пынипе таҫта хула хӗрринелле кайма тухрӗҫ.
Ылттанпик хӑй ҫыннисемпе вӗсене часах хуса ҫитрӗ.
Патшана курсан пурте чарӑнса тӑчеҫ, шӗлепкисене хывса хул хушшине хӗстерчӗҫ те пуҫ тайреҫ.
— Ӑҫта кайма тухнӑ эсир, шурсухалсем? — тӗлӗнсе ыйтрӗ патша.
— Оо, аслӑ патша, — тепре пуҫ тайрӗ имам. — Эсӗ ирӗк паратӑн пулсан, эпир, хула хӳмисем патне тухса, хамӑрӑн ҫӳлти турра Аллаха кӗлтӑвас тетпӗр. Вӑл пирӗн хулана упратӑр, тискер монголсенчен сыхлатӑр!..
— Лайӑх шухаш! — ырларӗ имама патша. — Лайӑх шухӑш! Манран чару ҫук. Атьӑр, чӑнах та, Аллаха кӗлтӑвар, вӑл пирӗн хулана упраса пурӑнтӑр!..
Аслӑ Пӑлхарстан халӑхӗ тӗрлӗ тӗне ӗненет. Пӑлхарсем хушшинче Аллаха кӗлтӑвакансем те, Христоса пуҫҫапакансем те пур. Чӑнах та, турра шӗкӗр! Юлашки вӑхӑтра Ылттӑнпик патшара ларнӑ чухне, вӗсен хушшинче тӗн пирки вӑрҫӑ-тавлашу пулмарӗ. Ылттӑнпик пӗлет: тӗн пирки вӑрҫӑ тухас пулсан пӗтӗм халӑх ухмаха тухнӑ пек пулать: хӑй камне те, мӗнле тӗнчере пурӑннине те, ашшӗ-амӑшӗпе хӑйӗн йӑх-шывне те манса каять. Астӑвать-ха Ылттӑнпик, ҫакӑн пек тавлашу-хирӗҫӳ ун ӗмӗрӗнче пӗрре пулнӑччӗ. Питӗ лайӑх астӑвать ҫавна Ылттӑнпик. Ун чухне Ылттӑнпикӗн юратнӑ тетӗшӗ Челпир ҫӗре кӗнӗччӗ ӗнтӗ. Челпир халалне шута хумасӑр, Ылттӑнпике пӑрса хӑварса, Мир-Каҫи Атӑлҫи Пӑлхарстан астулне ярса илчӗ. Мир-Каҫи — Ислам тӗнӗпе пурӑнакан патша пулса тӑчӗ. Ҫӗршыва ҫиреплетесси, халӑх пурнӑҫне йӗркелесси ун асӗнче те ҫукччӗ. Вӗҫӗ-хӗррисӗр мечетсем тутарма тытӑнчӗ вӑл. Урӑх тӗнпе пурӑнакансене хӗсӗрлеме тытӑнчӗ. Ҫавӑн чухне вара ҫӗршывра, Мир-Каҫипе пӗрле, терлӗрен мулласем, имамсемпе каҫисем иртӗхе пуҫларӗҫ. Ҫакӑ вара авалхи пӑлхар тӗнне тытса тӑракансене те, христиансене те питӗ
тарӑхтаратчӗ. Ун чухне Пӑлхар хулинче питӗ ятлӑ-сумлӑ христиан тӗнне тытса тӑракан Аврам ятлӑ пӑлхар ҫынни пурччӗ. Суту-илӳ еҫӗпе пурӑнаканскерччӗ вӑл. Таҫти ҫӗршыва та кайса ҫӳренӗскер нумай чӗлхе пӗлетчӗ. Тӗн пирки тавлашса кайса, мӑсӑльман-пӑлхарсем ҫав мӑнтарӑн Аврама вӗлерчӗҫ, Пӗтем хула ҫаван чухпе хурт-уйӑрма тытӑннӑ вӗллери пылхурчӗсем пек арӑш та пирӗш хускалма тытӑнчӗ. Тин кӑна туслӑ пулнӑ халӑх пӗр-пӗрне хирӗҫ вӑрҫӑ ҫӗклеме те хатӗрччӗ. Ҫӗршыври халӑх тӗн пирки пӗр-пӗринпе вӑрҫа кӑларма
пултарасса пӗлсе, монголсем те хӑйсен ҫарӗсене Атӑлҫи Пӑлхарстан чиккинелле илсе килме тытӑнчӗҫ. Ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн Мир-Каҫи тарӑн шухӑша путрӗ. Юрать-ха, ҫапах та Мир-Каҫи ӑс ҫитерчӗ. Хӑй астул тытса тӑраймассине ӑнланса илчӗ те ҫӗршывран таҫта тухса кайса ним паллисӗр ҫухалчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӗнтӗ Ылттӑнпик патша пулса тӑчӗ. Вӑл пӗр тӗне ҫӗклесе теприне хӗстерес йӗркене тӳрех пӗтерчӗ, пуринпе те килӗштерес ҫул ҫине тӑчӗ. Ҫакӑ пулӑшрӗ те ӑна. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗтӗм халӑх кӑмӑллама тытӑнчӗ ӑна.
— Чӑнах та, Турра шӗкӗр!.. Тӗн пирки урӑх шӑв-шав пулмарӗ, — хӑй тӗллӗн пӑшӑлтатса илчӗ патша, утне малалла хускатса.
Ак хайхи, хула тулашне тухрӗ те Ылттӑнпик тӗлӗнсех кайрӗ. Кунта тата христиансем пуҫтарӑннӑ иккен, хулана упраса хӑварма пулӑштӑр тесе Турра молебен тӑваҫҫӗ.
Христиансен пачӑшкисем епле кӗлтунине чылаях пӑхса тӑчӗ патша. Халӑх кунта чылай пуҫтарӑннӑ. Пурте ӗҫлеме пӑрахсах, пачӑшкӑсемпе пӗрле Турра пуҫҫапрӗҫ.
Ҫав вӑхӑтра яриех уҫса пӑрахнӑ хула хапхинчен кӗлепуҫ тӑхӑннӑ ватӑ ҫынсем туха пуҫларӗҫ. Ак япала!.. Кусем леш Ылттӑнпик хулара курнӑ мӑсӑльмансем пулчӗҫ. Васкамасӑр утса, тухӑҫалла пӑхса, хӑйсен Аллахне пуҫҫапма тытӑнчӗҫ.
— Авалхи тӗне ӗненекенсем курӑнмарӗҫ-ха, — тӗлӗннӗн каларӗ Ылттӑнпик хӑйӗн теккерӗсене. — Ман шутпа, вӗсем те паян Танкӑра кӗлтума тухаҫҫӗ пек.
— Тӗрӗс, — терӗ теккерсен ертелейӗ, — вӗсем алмӑчавар ертсе пынипе ирех сӑваплӑ Киремет картине тухнӑ. Тӑван хула хӳтлевҫи пул тесе вӗсем ҫӳлти Турра пуҫҫапаҫҫӗ, така пусса чӳк пуҫлаҫҫӗ.
Ку хыпар Ылттӑнпике питӗ савӑнтарчӗ. Эппин, пӗтӗм хула халӑхӗ монголсене хирӗҫ кӗрешме хатӗрленет. Тӗрлӗ тӗнпе пурӑнаҫҫӗ пулсассӑн та вӗсем тискер тӑшман тапӑнса кӗнӗ чухне хӑйсем пӑлхарсем пулнине манмаҫҫӗ.
— Атьӑр, вӗсене те, кусене те, виҫҫӗмӗшсене те кӗлтума та, хӑйсен йӑли-йӗркине чӳк тума та кансӗрлер мар, — терӗ патша теккерсене. — Тухӑҫран килекен ҫул ҫине тухар-ха. Унта упа шӑтӑкӗсем тума каланӑччӗ. Туса пӗтернӗ-и?.. Ҫавна пӑхар. Тата утҫиенсем ӑҫта-ӑҫта пӑрахса тухмаллине палӑртар. Тӑшман утлӑ ҫарӗ кунта килсе тухсан вӗсен ури айӗнче чӑнласах та ҫӗр ҫунтӑр.
* * *

Ҫапла таватӑ кун иртсе кайрӗ. Ҫав хушӑра пӗтӗм шӗкӗр хула халӑхӗ хумӗсемпе пӗрмене ҫирӗплетес, тӑшман тапӑнса кӗрейми тӑвас тесе ӗҫлерӗ. Ҫав хушӑрах вара ҫарпуҫӗсемпе мӑрсасем, текӗртсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пӑлхар хулине текӗрт хыҫҫӑн текӗрт килсех тӑчӗ.
Тепӗр темиҫе кунтан Ылттӑнпик патша хӑйӗн шурӑ парслӑ ялавӗ айне пуҫтарӑннӑ аллӑ пинлӗ ҫарне ертсе Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫрӗ, унтан, хула хапхинчен тухса, Шуратӑл юханшывӗ еннелле васкарӗ. Вӑл шанчӗ: часах ҫак ҫулпа пинни хыҫҫӑн пинни ун патне, Шуратӑл хӗррине, пырса тӑма тытӑнаҫҫӗ. Тӑшманран хӑрасси ҫук. Каллех вӑрҫӑ хирне тухмалла пулни те кулянтармасть. Ҫарсем кӑна вӑхӑтра пухӑнса ӗлкӗрччӗр...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-01 11:25:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2652 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем